Кудаков Юрий Дмитриевич — чӑваш композиторӗ, педагогӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент. Чӑвашсен чи паллӑ юрӑ ҫыракан композиторӗсенчен пӗри, 700 ытла юрӑ, театр спектаклӗсем валли ҫырнӑ музыка, хор сюитисем тата инструментсем валли ҫырнӑ хайлавсен авторӗ. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Чӑваш АССР-ӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
Кудаков Юрий Дмитриевич 1942 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Чӑваш АССР-ӗнчи Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче колхозник ҫемйинче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ, Дмитрий Васильевич, ял уявӗсенче хастар ҫын пулнӑ май, ывӑлне юрӑ-кӗвӗпе кӑсӑклантарнӑ.
Шкулта вӗреннӗ ҫулсенче Юрий хорпа драма кружокне хутшӑннӑ, сӑвӑсемпе пӗчӗк калавсем ҫырнӑ. 1959 ҫулта, ялти шкула вӗренсе пӗтерсен, Канашри педагогика училищин музыка уйрӑмне вӗренме кӗнӗ. 1960 ҫултах вӑл хӑйӗн пӗрремӗш «Сӗрме купас» юррине ҫырнӑ. 1962 ҫулта училищӗне вӗренсе пӗтерсен, ӑна унтах педагогика ӗҫне хӑварнӑ: музыка, шкул умӗнхи тата шкул уйрӑмӗсенче баян класӗн урокӗсене ертсе пынӑ, ҫавӑн пекех тӗп шкулта юрлассипе музыкӑна вӗрентнӗ.
1967 ҫулта Хусанти педагогика институчӗн музыка тата педагогика факультетне вӗренсе пӗтернӗ. Вӗреннӗ ҫулсенче Хусан хулинчи профтехобразованин баянистсен ансамблӗн ертӳҫи пулса ӗҫленӗ.
1967 ҫултанпа унӑн малаллахи пӗтӗм ӗҫ ҫулӗ И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗпе ҫыхӑннӑ, унта вӑл музыка тата педагогика факультетӗнче вӗрентнӗ. 1992 ҫулта ӑна музыка инструменчӗсен кафедрин доценчӗн ятне панӑ. 1998 ҫулта педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн ӑслӑлӑх степенне илмешкӗн диссертаци хӳтӗленӗ.
Ю.Д. Кудаков общество тата ҫутта кӑларас ӗҫе хастар хутшӑннӑ, Чӑваш Енри савутсенче, стройкӑсенче, вӗренӳ заведенийӗсемпе ял хуҫалӑх предприятисенче концертсем ирттернӗ, пултарулӑх тӗлпулӗвӗсене хутшӑннӑ. Украинӑра, Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Чӗмпӗр облаҫӗнче иртнӗ Чӑваш литературипе ӳнерӗн кунӗсенче республикӑн музыка обществин ятӗнчен хутшӑннӑ.
Ю.Д. Кудаков композитор пултарулӑхӗпе 1960 ҫултанпа ӗҫлет. Унӑн пултарулӑх пуххинче чӑваш тата вырӑс поэчӗсен сӑввисемпе ҫырнӑ 700 ытла соло тата хор юрри пур. Ҫав поэтсен хушшинче П. Хусанкай, В. Урташ, А. Воробьев, Ю. Сементер, М. Юхма, В. Давыдов-Анатри, Р. Сарпи, В. Энтип тата ыттисем те.
Унӑн ҫак юррисем халӑхра анлӑ сарӑлнӑ: «Кӑвак чечексем», «Пире тӑван кӗтсе тӑрать», «Хурлӑхан», «Малтанхи юратӑвӑм», «Салтак тӳмисем», «Салтак арӑмӗн юрри», «Управҫӑ-анне», «Ах, мӗн-ма-ши?» тата ыттисем те.
Вӑл чӑваш театрӗсен 25 ытла спектаклӗ валли музыка ҫырнӑ. Вӗсен шутӗнче А. Чебанов пьесипе лартнӑ «Праски инке хӗр парать», Г. Терентьев либреттипе лартнӑ «Ҫӗмӗрт шап-шурӑ ҫеҫкере» тата «Савниҫӗм, сан пӗлесчӗ», «Шупашкарти савни» музыка камичӗсем тата ыттисем те.
Ю.Д. Кудаков — ача-пӑча валли ҫырнӑ 40 ытла юрӑ, 20 ытла инструменталлӑ хайлав авторӗ. Унӑн чылай ӗҫне Чӑваш радиовӗпе телевиденийӗн фондӗнче ҫырса хӑварнӑ.
Ю.Д. Кудаков ӑслӑлӑх, вӗренӳпе методика ӗҫӗсен тата пособисен авторӗ шутланать. Вӗсен хушшинче: «Шкул ачисен эстетика культурине йӗркелес ӗҫри чӑваш халӑх юрӑ пултарулӑхӗ», «Шкул ачисен эстетика культурине йӗркелес ӗҫри ача-пӑча музыка инструменчӗсем», «Музыка», «Шкул юррисем», «Музыка ҫинчен калаҫусем» тата ыттисем те. Пӗтӗмпе вӑл 80 ытла ӑслӑлӑхпа методика ӗҫӗ ҫырнӑ.
Унӑн тӑванӗ — Кудаков Дмитрий Дмитриевич, баянист-концертмейстер тата педагог.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 